Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Й (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Йакӑр — Карапсем, пӑрахутсем пӗр вырӑнта тӑнӑ чух шав тӗпӗнчи ҫӗртен ҫакланмалли ҫекӗл.
Йаччейккӑ — Чи пӗчӗк орканисӑм. РКП, йе Р.Ҫ.Л.К.С. йаччейки — РКП-н, йе Р.Ҫ.Л.К.С-н пӗр-пӗр учрештенири, йалти, савӑтри пӗчӗк орканисатсийӗ.
Йаппоньи — Хӗвел тухӑҫ йенчи вӑйлӑ патшалӑх. Йулашки ҫулсенче Йаппоньире каппитталисӑм питӗ хӑвӑрт вӑйлӑланса пынипе Йаппоньи Йевроппӑри аслӑ патшалӑхсемпе танлашнӑ.
Йаҫли — Пӗчӗк ачасене ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗр ӗҫе кайсан пӑхакан ҫурт.
Йанвар — лат. — Ҫулталӑкӑн 1-мӗш уйӑхе, Кӑрлач уйӑхӗ.
Йараплан — крек. — Сывлӑш тӑрӑх вӗҫҫе ҫӳремеллн машшин.
Йарлӑк — тут. — Йапала ҫумне унӑн йӑвӑрӑшне, шутне, йе урах мӗнле те пулин паллисене ҫырса ҫыпӑҫтаракан хут.
Йармӑкка — ним. — Сайра хутран анчах (ҫулталӑкра 1-2) пулакан питӗ вӑйлӑ, инҫетрен ҫын пухӑнакан пасар.
Йупилей — лат. — Мӗнле те пулин сопытти пулни ҫавӑн чул ҫул тулнине ӑсӑнса тӑвакан праҫнӑк.
Йуститси — лат. — Тӳрӗсут. Сут ӗҫне пӑхса тӑракан оркӑнсем.
Йетинитсӑ — 1) Пӗррене пӗлтерекен чихвӑр. 2) ытти пӗр пек йапаласен ушкӑнӗнчен ӑрасна илнӗ йапала, штуккӑ.
Йетре — Тупӑсенчен перекен, пысӑк пульӑ.
Йевроппӑ — Тӗнчӗн 5 пайӗнчен пӗри; Йевроппӑ чиккисем: кӑнтӑрлара — Хура тивӗс, Ҫӗрварри тинӗсӗ; хӗвеланӑҫӗнче — Атланттик оккеанӗ; ҫурҫӗрте — Ҫурҫӗрти пӑрлӑ оккеан; хӗвел тухӑҫенче — Урал сӑрчӗ, Урал шывӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-26 23:20:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3363 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем